Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Енилин Николай Аристархович


Енилин Николай Аристархович — сӑрӑ ӑсти, чӑваш. 1939 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Тутарстанӑн Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче ҫуралнӑ.

Чысӗсем

Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (1980), В. Митта ячӗллӗ преми лауриачӗ. 1975 ҫултанпа СССР ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ.

Кун-ҫулӗ

1970 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факльтетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн сӑнарлӑ ӳнер кафедринче студентсене вӗрентнӗ, Шупашкарти 2-мӗш ӳнер шкулӗнче ӗҫленӗ, Шупашкарти ӳнер училищин директорӗ пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Ун ӗҫӗсемпе куравсенче 1971 ҫултанпа паллашма май пур. 1973 ҫултанпа Раҫҫей шайӗнчи куравсене хутшӑннӑ. 1980, 1999 ҫулсенче (ЧПӲМ, ЧНМ) ятарлӑ куравсем йӗркеленӗ.

Чылай паллӑ ҫынсен сӑнӗсене ӳкернӗ: Юрий Кудаков, Валем Ахун, Марияна Карягина.

Тӗп ӗҫӗсем

Каҫӑсем



 
Категорисем: Енилин Николай Аристархович

Тулли верси :: Статья каҫми